Тӑвай районӗнче Чӑваш наци конгресӗн уйрӑмӗ иккӗмӗш ҫул хастар ӗҫлет. Председателӗн тивӗҫӗсене Анатолий Кириллов пурнӑҫлать.
ЧНКн районти уйрӑмне чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, хӑш-пӗр музей ӗҫченӗсем, «Ял ӗҫченӗ» хаҫат редакторӗ тата ыттисем кӗнӗ.
Кӑҫал мӗн-мӗн тумалли плана ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Унпа килӗшӳллӗн Ҫӗнтерӳ 70 ҫул ҫитнине уявламалла. Ҫавӑн пекех районти ача пахчисенче чӑваш чӗлхине аталантармалла.
Палӑртмалла: Тӑвайри 2-мӗш ача пахчи ку енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Ачасем унта чӑваш тӗррипе паллашнӑ. Воспитательсем кун пирки пӗчӗккисене кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ. Чӑвашсен наци тумӗ авалхи хӗрарӑм пуҫлӑхсен тумне аса илтерет-мӗн. Тухьяпа хушпу шлем пек имӗш. Шӳлкемене сӑнӑсемпе хӗҫсенчен хӳтӗлекен япалапа танлаштарнӑ.
Раҫҫейӗн эстрада юрӑҫисенчен пӗри, тава тивӗҫлӗ артист ятпа ҫӳрекен Валерия Шупашкарта концерт кӑтартнӑ. Эстрада ҫӑлтӑрӗсен юррисене кӑмӑллакансене парне туса панипе пӗрлех вӑл хула тӑрӑх та ҫӳренӗ. Тӗресрех каласан, гастрольпех ҫырлахман, хулари ача пахчисенчен пӗрне ҫитнӗ. Юрӑҫа 8-мӗш номерлине илсе кайнӑ.
«Эпӗ ҫӗршыв тӑрӑх нумай ҫӳретӗп, ача-пӑча учрежденийӗсенче те тӑтӑшах пулатӑп. Анчах Мускавра та кун пеккине курман», — тенӗ иккен вӑл.
Шупашкарти ача пахчинче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисткине унти бассейн, джакузи, тӑвар пӳлӗмӗ, тӑмран япала ӑсталамалли мастерской уйрӑмах тӗлӗнтернӗ иккен.
Юрӑҫа пӗр хӗрарӑм, Марина Егорова ятлӑскер, вӑл — тӑхӑр ача амӑшӗ, хӑй аллипе ӑсталанӑ парне тыттарнӑ.
Юр нумай ҫуни ача пахчисемшӗн питӗ лайӑх пулнӑ. Картишсенчен юр кӳлепесем курӑнма пуҫланӑ. Вӗсене ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем ӑсталанӑ. Пурте хула пуҫарнӑ конкурсра ҫӗнтерессишӗн тӑрӑшнӑ.
Павел Иванов хӑй те пӗчӗк чухне юртан кӗлеткесем ӑсталама юратнӑ. Ҫак ӗҫ ӑна халӗ те килӗшет. Анчах халӗ вӑл ӑна пӗчӗк хӗрӗпе Ульянӑпа пурнӑҫлать. Ашшӗ хӗрӗпе ирттернӗ вӑхӑт усса кайнине пӗлтерет.
Кашни ача пахчи вӑйӑ патшалӑхӗ пулса тӑнӑ тейӗн. Шупашкарти 172-мӗш ача пахчинче юр керменсем ӳссе ларнӑ, юмахри сӑнарсем тупӑннӑ. Ландшафт дизайнерӗсен вырӑнӗнче вӗрентекенсемпе ашшӗ-амӑшӗ пулнӑ.
Иртнӗ ҫул юр нумаях пулман, ҫавӑнпа кӳлепесене те ытлашши пысӑк тӑвайман. Кӑҫал вара темӗн те ӑсталама пулать.
Марина Павлова каланӑ тӑрӑх, юр кӳлепесем ачасене вырӑс культурине хисеплеме вӗрентеҫҫӗ кӑна мар, аслисен ӗҫне хаклама та хӑнӑхтараҫҫӗ.
178-мӗш ача пахчинче Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май картише вырӑс халӑх юмахӗсемпе килӗшӳллӗн илемлетнӗ.
Конкурсра ҫӗнтерессишӗн Шупашкарти 129 ача пахчи тупӑшӗ. Комисси вырӑна тухса тӗрӗслет, балсем лартса парать. Чи лайӑххисене нарӑсӑн 13-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.
Шупашкарти ача пахчисенче шӑпӑрлансене епле пахалӑх апат сӗннине ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗслесси малалла пырать тесе пӗлтереҫҫӗ хула влаҫсем. Апат-ҫимӗҫ хакланса пынине кура пахалӑх начарланмӗ-ши тесе пӑшӑрханаҫҫӗ иккен ашшӗсем. Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫ ушкӑнӗсенче те тишкерни пирки ӗнентереҫҫӗ. Хайхи ушкӑнсене ача-пӑча учрежденийӗсен заведующийӗсене кӑна мар, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерекенсен специалистсене те йыхравлаҫҫӗ иккен. Ҫавӑн пек курнӑҫусенчен пӗринче шӑпӑрлансен менюне ҫӗнӗ апат-ҫимӗҫ кӗртме йышӑннӑ.
Иртнӗ эрнере хулари ултӑ ача пахчинче ҫӗнӗ ҫимӗҫсене хаклассине вӗҫленӗ. Сӑнавлӑ пахчасен шутне 7-мӗш, 105-мӗш, 106-мӗш, 134-мӗш, 167-мӗш, 201-мӗшсене асӑннӑ. Рационти ҫӗӗн ҫимӗҫ шутӗнче — пӗвертен пӗҫернӗ запеканка, чӑх ашӗнчен хатӗрленӗ котлет, строгановла хатӗрленӗ пӗвер. Тӗп хаклавҫӑсем ашшӗ-амӑшӗ пулнӑ. Аслисене ку ҫимӗҫсем килӗшнӗ иккен.
Сӑнсем (10)

«Пӗр чӗлхе — пӗр ӑс, икӗ чӗлхе — икӗ ӑс», — тенӗ Иван Яковлев. Ҫакна тӗпе хурса пурӑнмалла халӑхӑн: ачисене мӗн пӗчӗкренех тӑван чӗлхепе калаҫма вӗрентмелле. Ку — «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна» пурнӑҫламалли тӗп мел те.
Ача тӑван чӗлхене вӗренсе тӑван тӑрӑха юратма, наци йӑли-йӗркине, чӑваш халӑхне хисеплеме тытӑнать. Ҫакна Каҫал тӑрӑхӗнче питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ.
Районти хӑш-пӗр ача пахчинче ачасене чӑваш чӗлхине юратма вӗрентеҫҫӗ, унпа лайахрах калаҫма хӑнӑхтараҫҫӗ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел шкулӗнчи «Хӗвел» ушкӑнра воспитательре ӗҫлекен Алина Леонтьевна Родионова шӑпӑрлансемпе чӑваш чӗлхи каҫне ирттернӗ. Унта вӗсем чӑваш халӑхӗн юррисемпе, ташшисемпе, вӑййисемпе, сӑввисемпе усӑ курнӑ.
Шкула ҫӳремен ачасем «Автан», «Пӗчӗк ҫеҫ путене» юрӑсене шӑрантарнӑ, «Ҫӑпата», «Тухья» вӑйӑсене вылянӑ, «Ташӑ кӗвви» ташланӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ. Ачасене Августа Уляндина юрлакан «Атьӑр, хӗрсем, вӑрмана» юрӑпа ташлани килӗшнӗ. Ачасем «Асанне юмахӗсем» видеоклип пӑхса чӑваш юмахӗсен тӗнчине лекнӗ.
Тӗнчипе тенӗ пекех кризис хуҫаланать, Раҫҫейре апат-ҫимӗҫ хакӗ тӑрук ӳсрӗ… Ҫакна пула чылайӑшне йывӑр килет. Кризис ача пахчисене те пырса тивет пулмалла.
Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа экономика канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ача пахчисенчи апатлану 10-15 процент ӳсессине пӗлтернӗ.
Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, хальхи хаксене пула ача пахчинчи апатлану 30 процент хӑпарнӑ. Шупашкарта ҫимӗҫсемпе тивӗҫтерекенсемпе та канашлу иртнӗ-мӗн. Унта ача пахчисенчи рациона грамм тӗлӗшӗнчен касма, ҫакна витаминсенче сыхласа хӑварма йышӑннӑ. Михаил Игнатьев ача апатланӑвӗн калориллӗхне сыхласа хӑварма хушнӑ.
Ҫакна апат пахалӑхне чакармасӑр епле тума пулать? КПРФ фракцийӗн Чӑвашри уйрӑмӗн ертӳҫишӗн ку — ӑнланманлӑх. Вӑл ҫак ыйту тӗлӗшпе Алексей Ладыков ашшӗ-амӑшӗпе канашласса шанать.
Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар шкулӗнче ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫул-йӗр правилисене вӗрентмешкӗн ҫуран ҫӳрекенсен хулине туянса панӑ.
Кунашкал хула шӑпах Кивӗ Вӑрмр шкулне лекни ахальтен мар. Шкул директорӗ Сергей Антонов тата вӗрентекенсем ачасене ҫул-йӗр правилисене хӑнӑхтарассишӗн самай тӑрӑшаҫҫӗ. Тӑрӑшнин усси пур. Ҫамрӑк инспекторсем район, республика тупӑшӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.
Шкул ертӳлӗхӗ ҫамрӑк инспекторсен пӳлӗмне те уҫасшӑн-мӗн. Ҫуран ҫӳрекенсен хулипе кирек хӑш вырӑнта та усӑ курма пулать. Ӑна ӗҫлеттерме тытӑнмашкӑн темиҫе минут та ҫителӗклӗ.
Чаплӑ хатӗр-хӗтӗре парнеленӗ чухне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин та пулнӑ. Ҫакнашкал хулана Вӑрмарти «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчине те парнеленӗ.
Сӑнсем (14)

Шупашкарта Чапаев скверӗнче коммунистсемпе эссерсем митинга тухнӑ. Халӑха пухасси пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. 500 яхӑн ҫын апат-ҫимӗҫ хакланнине, ЖКХ тӳлевӗ хӑпарнине хирӗҫ пулнӑ, Дмитрий Медведева малашне республикӑра инфляцие аталанма чармашкӑн чӗнсе каланӑ.
Митинга Чӑваш Енри КПРФ йӗркеленӗ. Унта «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин элчисем те курӑнкаланӑ-мӗн.
Митинга пухӑннисем ача пахчинчи воспитательсен шалӑвне пӗчӗклетнине, капюсавшӑн укҫа пухма тытӑннине, апат-ҫимӗҫ хакӗ ӳснине хирӗҫ ҫырнӑ плакатсем йӑтса тухнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Сӑнсем (4)

Хӗллепе, Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ алӗҫӗсен куравне Вӑрмарти «Колосок» (чӑв. Пучах) ача пахчи йӗркеленӗ. Курава темӗн тӗрлӗ ӗҫ те хутшӑннӑ: чӑрӑшсене салфеткӑсенчен, ҫипрен, хаҫатран, канихветран, хӑмпӑран тата ытти япаларан ӑсталанӑ.
«Ҫулталӑк палли» номинацире те хӑйне евӗр теттесем пулнӑ. Унта — сурӑхсем, путексем, качакасем. Йӑлтах — алӑпа ӑсталанисем. Куравра кашни ачах хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ.
Паллах, ачисене ашшӗ-амӑшӗ те пулӑшнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ.
«Ҫулталӑк палли» номинацире Вадим Максимов ҫӗнтернӗ. Арина Владимировӑпа Карина Павлова — 2-3-мӗш вырӑнсене пайланӑ. Чӑрӑшсем ӑсталас енӗпе Маргарита Грико ҫӗнтернӗ. Унтан — Женя Гурьев тата Коля Васильев. «Юр кӗлетке» номинацире малти вырӑнсене Антон Федоров, Полина Никитина, Даша Михайлова тухнӑ.
Сӑнсем (6)

Чӑваш Енре кӑҫал 15 ача пахчи уҫма палӑртни пурнӑҫа кӗчӗ. Пӗр вӑхӑтра вӗсене уҫса ӗлкӗреймессӗнех туйӑнни те пулман маррине пытараймӑпӑр. Анчах шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме май килчӗ. Ҫав шутра Кӳкеҫре темиҫе ҫул каялла уҫма палӑртнӑ ача пахчин те алӑкӗ уҫӑлчӗ, Муркашрин те.
Шӑпӑрлансем валли юлашки тӑватӑ ҫулта 19,6 пин ытла вырӑн уҫнӑ, ҫав шутран чӗрӗк пайӗ — 5,7 пинӗ — кӑҫала тивет. Юлашкинчен асӑннӑ цифрӑран 3 пине яхӑнӗ — ҫӗнӗ ача пахчисем уҫнин тӳпи.
Ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн килес ҫул пирӗн ҫӗршывра 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫулчченхисен ача пахчин ыйтӑвне пуҫӗпех татмалла. Чӑваш ене илсен, хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 1,5 ҫултан аслӑраххисен 80,6 проценчӗ ача пахчине ҫӳрет.
